Чӑваш Ен хуҫалӑхӗ — хальхи вӑхӑтра Чӑваш Ен аталанӑвӗн чи пӗлтерӗшлӗ пайӗсенчен пӗри.
Республика хуҫалӑхӗнче пысӑк пай промышленность йышӑнать — вӑл пӗтӗм тупӑшӑн 46% тивӗҫтерет. Тавар тӑваркан производствӑра ҫак тӗссене кӗртме пулать: электрооборудовани туса кӑларасси; электронлӑ тата оптикӑлла оборудовани кӑларасси; апат-ҫимӗҫ пӗҫересси; транспорт хатӗрӗсене тӑвасси; химилле производство; тата ытти.
Ял хуҫалӑхне илес пулсан республикӑра 200 яхӑн хуҫалӑх шутланать. Уйрӑм фермер хуҫалӑхӗсен йышӗ 1 500 патнелле.